Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӗпреҫ районӗ

Культура
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи артистсем куракансене хырӑм хытиччен култарнӑ тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.

Йӗпреҫре йӑлана кӗнӗ «Театр олимпӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Сцена ҫине Березовка, Туҫа, Пӗчӗк Упакасси, Чӑваш Тимеш ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнсем тухнӑ. Куракансене «Хӗвел ансан Хӗветӗр», «Пӗрисем – уя, теприсем – туя», «Пӗр саншӑн ҫуралчӗ сирень», «Живы будем – не помрем» ӗҫсене кӑтартнӑ.

Фестиваль ытти ялта та иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16693
 

Республикӑра
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи медсестра ултавҫӑсене 3 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ун патне «пульницӑн тӗп тухтӑрӗ» шӑнкӑравланӑ, кӗҫех унпа ФСБ ӗҫченӗ ҫыхӑнассине пӗлтернӗ.

Кӑштахран чӑнах та «ятарлӑ службӑран» шӑнкӑрав килнӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе такам Украина ҫарӗсене куҫарса пама кредит илнӗ. Ку ӗҫе чарса лартма часрах пӗтӗм укҫана «шанчӑклӑ» счет ҫине куҫарма хушнӑ.

Пухнӑ укҫине счет ҫинчен илнӗ, машинине сутнӑ, тӑванӗсемпе ӗҫтешӗсенчен кивҫен ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 3 млн ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑ хушнипе ҫӗнӗ телефон туяннӑ, мӗн ҫырӑннине хуратнӑ, укҫа куҫарма кӳршӗ хулана кайнӑ. Хӑйне улталанине вӑл виҫҫӗмӗш кунхине кӑна ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25365
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗн халӗ тӗрленӗ картти пур. Ӑна Пучинке ялӗнче пурӑнакан ӑста, Зоя Акчурина, тӗрленӗ.

Зоя Алексеевна ялти шкулта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ, чӑваш тӗррин кружокне ертсе пынӑ, ку ӑсталӑха ачасене вӗрентнӗ.

Тӗрленӗ карттӑпа вӑл 8 уйӑх ӗҫленӗ. Ун ҫинче ял тӑрӑхӗсен чиккисем лайӑх курӑнаҫҫӗ, ялсемпе саласен ячӗсене те ҫырнӑ, тӗп усадьбӑсем хӑҫан йӗркеленнине те палӑртнӑ. Картта ҫинче чиркӳсемпе храмсене те уйӑрса илме пулать – вӗсене те тӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25293
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче пурӑнакан Лариса Анисимова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн ылтӑн пылӗ» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Вӑл «Ҫӑка пылӗ» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Лариса 10 ҫул ытла ӗнтӗ вӑрманти утарта вӗлле хурчӗсем тытать. Ӗҫчен хӗрарӑм хӗлле Мускавра пурӑнать, ытти вӑхӑтра тӑван ялӗнче ӗҫлет.

Ҫакна та палӑртмалла: вӑл иртнӗ уйӑхра Мускавра иртнӗ «АпиДар» конкурсра иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_80541
 

Пӑтӑрмахсем

Йӗпреҫ округӗнчи 66 ҫулти арҫын пӗр эрнере тӑватӑ велосипед вӑрланӑ. Нумаях пулмасть суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ.

Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫри лавкка умӗнче велосипед тӑнине асӑрханӑ, тытнӑ та ӑна илсе ларса кайнӑ. Ку кӑна мар, ҫӗртмен 15-мӗшӗччен вӑл тепӗр виҫӗ велосипед вӑрланӑ.

Ҫакӑ паллӑ: арҫын судпа унччен те айӑпланнӑ. Хальхинче суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1,6 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын велосипедсене хуҫисене тавӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Йӗпреҫ округӗнче пурӑнакан Ильинсен ылтӑн туй пулнӑ. Вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарса туйӑмӗсене упраса хӑварма пултарнӑ, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Леонид Ивановичпа Елизавета Николаевна Тымар поселокне хӑтлӑх кӗртмелли ӗҫсене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Шӑрттан ял тӑрӑхӗнчи общество ӗҫӗсенчен айккинче юлмаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15214
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче ҫемье командисен хушшинче Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО фестивалӗ иртӗ.Чӑваш Ен чысне Йӗпреҫ округӗнчи Ефимовсем хӳтӗлӗҫ

Фестиваль Шупашкарта «Атӑл» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра иртӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫӗҫ.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври тӗрлӗ регионти ҫемьесем хутшӑнӗҫ. Ӳсӗмӗ - 8-69 ҫулсенчисем. Вӗсем ГТО дисциплинисенче тупӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15046
 

Персона

Красноармейски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Илья Гаврилов йышӑннӑ.

Унччен Илья Владимирович Йӗпреҫ районӗн прокуратуринче, республика прокуратурин аппаратӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫултан пуҫласа ку таранччен Шупашкар округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Илья Гаврилов Шупашкарта 1988 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ Иван Ермолаев 106 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранне, Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов купӑс парнеленӗ.

Иван Ермолаев 1939 ҫулта салтак аттине тӑхӑннӑ, Гродно хулинче артиллери полкӗнче службӑра тӑнӑ. Ҫавӑнтах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кӗтсе илнӗ те фронта тухса кайнӑ.

Иван Васильевич Чехословакие ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Паттӑрлӑх кӑтартса вӑл тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ.

Округ пуҫлӑхӗ ӑна купӑс ахальтен парнелемен, Иван Васильевич ҫамрӑк чухне ҫак музыка инструментне калама кӑмӑлланӑ. Халӗ вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14456
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 69
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 23

1853
173
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
59
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем